Чaваш халaх юрри — Чaваш ташши (Фаина Григорьева) | Текст песни и Перевод на русский

Сарри саккaр ташларe
Хури тaххaр ташларe
Эп ни сарa, ни хура
Пeр ташласа парам-ха

Хeрлe улма cиме лайaх
Шурри шуратма лайaх
Ют ял хeрe курма лайaх
Ялти калаcма лайaх

Cyлте caлтaр нумаййипе
Тyпе авaнса тaрать
Савнa тусaм лайaххипе
Чунaм савaнса тaрать

Вaрман тaрри тикeс мар
Тикeс пулма тинeс мар
Пур cынна та юрамашкaн
Эпe cyлти Турa мар

Анне мана ма вaрcан?
Хaв хeр пулса yсмен-и?
Атте каччa пулман-ши те,
Иксeр улах пулман-ши?
Сикeр-сикeр шывалла
Шыв сирпeнсе тaмалла
Ташлaр халe ташшине те
Cын тeлeнсе тaмалла

Ах, тесе ма калас
Чeрене ма cунтарас
Хам савнине cынна парса
Cынна ма савaнтарас?
Мана савни юратать
Юратать те чуп тaвать
Мана киле aстасассaн
Теприн патне чуптарать

Acта каян кaвакал
Симeс курaк cимесeр
Acта каян чун савниceм
Мана сaмах чeнмесeр
Ма пaхатaр мачча cине
Мачча хура тетeр-и?
Ма пaхатaр пирeн cине?
Пултараймаc тетeр-и?
Ташши ку, ташши ку
Салакайaк ташши ку
Салакайaк ташши мар та
Чaваш Енeн ташши ку

Оппа оппа
Оппа каламалла
Никама та нимте туман
Cавaнпа савaнмалла

АК cапла ташлаc aна
Ак cапла юрлаc aна
Пирeн тaван уявeнче
Ак cапла савaнаc aна
Саккaрaн, саккaрaн
Саккaрeш те хамaрaн
Юрласан та, ташласан та
Купaсcийe хамaрaн
Ах, чух кaрчами
Пуcа кайрe пулмалла
Вун cич cулхи cамрaк eмeр
Иртсе кайрe пулмалла

Эх, чух кaрчамине
Пуcа кайма парас мар
Вун cич cулхи cамрaк eмeре
Иртсе кайма парас мар

Тaххaрaн, тaххaрaн
Тaххaрeш те хамaрaн
Ери-тавра пaхсассaн та
Тaванeсем хамaрaн.

Ши, ши, ши вара
Cумaр caвать-ши вара?
Эпир кунта ташланишeн
Намaс пулать-ши вара?

Купaста, купaста
Эпир ташша пит aста
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намaс та

Аттене те пaхман эп
Аннене те пaхман эп
Шупашкарти арчиссен
Асламaшне пaхнa эп

Ташласшaн та марччe эп
Юрласшaн та марччe эп
Cынсем ташланине кaна
Пaхса тaрасшaнччe эп
Ура тaсса лармасан
Cут калушне кам курать?
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта кам паллать?

Эх, чух, астуман
Астумасaр каларaм
Астунa та пулнa пулсан
Каламан та пулaттaм

Пуcри тутaр паттис мар
Паттисран та кая мар
Эпир кунта арчис мар,
Арчисран та кая мар

Ула eне пaрушe
Ула пулать-и вара?
Ташланaшaн, юрланaшaн
Намaс пулать-и вара?

Мана савни тиркерe
Пeчeккe начар терe
Хапха юпи пек сарпике
Шырама тухса кайрe

Мана савни тиркерe
Тирeк мунчали терe
Халe тупрe хaй валли
Чaн-чaн урай мунчали

Шыратaр-ха, туптaр-ха
Ватaличчен чуптaр-ха
Ман пек чипер сарпике
Шыраса тупайe-и-ха?

Сакки шура пулсассaн
Урай хури нимте мар
Хамaр чипер пулсассaн
Cын сaмахe нимте мар

Добавить комментарий